Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкран Тӗрер ялне каякан ҫул варринчи асфальт путса аннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, kazan.kp.ru та пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫулпа машинӑсем ҫӳрейменнине хыпарланӑ.
Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ трассӑна ҫав тӑрӑхри Чурачӑкра вырнаҫнӑ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрать иккен. Ҫак йӗркесен авторне паян предприятин тӗп директорӗпе Анатолий Федоровпа телефонпа калаҫма тӳр килчӗ. Вӑл ҫула паянах сапласа хунине ӗнентерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах путӑк пирки МИХсене ҫыртарас килменнине палӑртрӗ.
Пуҫлӑх кӑмӑлне ӑнланма пулать. Чӑваш Енри ҫулсен пахалӑхӗ начарри пирки Ижевскра федерацин Атӑлҫин округӗсен ериӳҫисемпе нумаях пулмасть иртнӗ канашлура та сӑмах пулнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче пурӑнакан Александра Родионова 105 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков ӑна ҫав ятпа киле ҫитсех саламланӑ. Парне панӑ, чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кинемей патне вӑл РФ Президенчӗн саламне те илсе кайнӑ.
Александра Родионовна ултӑ ҫултах амӑшӗсӗр юлнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ, Урал тӑрӑхӗнчи шахтӑра та ӗҫленӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кинемей туслӑ ҫемьере, ывӑлӗпе тата кинӗпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе ыр курса пурӑнать. 105 ҫула хыҫа хӑварнӑ пулин те сывлӑх начаррине шарламасть иккен. Куҫӗ кӑна начартарах курать-мӗн. Ҫапах та уҫӑлма та вӑл тухса кӗрет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӗҫ-пуҫа судра пӑхса тухнӑ. Ют ҫын сарайне ҫивитти урлӑ кӗрсе икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫын айӑплине ҫирӗплетнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хуҫи ҫав икӗ хура 1 пин те 400 тенкӗлӗх хакланӑ. Вырӑнти йӗркелӗх хуралҫисем вӑрра кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Ют ҫын хуҫалӑхне саккунсӑр майпа кӗрсе пурлӑха вӑрттӑн вӑрланӑ тесе унӑн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫынна ҫирӗп йӗркеллӗ колоние ултӑ уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хурӗсем паянхи кун ӑҫта — кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра нимӗн те ҫырман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ.
34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ.
Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫлать. Ӑна, муниципалитетӑн сити-менеджерне ял хуҫалӑх енӗпе ҫум пулса пулӑшнӑскере, Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ. Йыша республика шайӗнчи тӳре-шара тата чӑваш парламенчӗн икӗ депутачӗ кӗнӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ыран Ҫӗрпӳре районти Депутатсен пухӑвӗн XXXV черетсӗр ларӑвӗ иртмелле. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫавӑнта сити-менеджера ҫирӗплетмелле. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, малтанласа палӑртнӑ кун йӗркинче ун пек ыйту ҫукчӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ.
Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн.
Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ.
«Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче инкек пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта виҫӗ ватӑ ҫынна икӗ овчарка тапӑннӑ. Пӗри, 76 ҫулти хӗрарӑм, вилмеллех суранланнӑ.
Ку инкек ир-ирех пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви йытӑсенчен шар курнӑ икӗ ватӑ ҫын хӑйсене мӗнле туйни пирки пӗлтернӗ. Пӗри — амбулатори сиплевӗнче, тепри Ҫӗрпӳ районӗн пульницинче выртать, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Инкек вырӑнӗнче юн нумай тӑкӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсен кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем йытӑсем тапӑннине курман, мӗншӗн тесен ку ирех пулнӑ. Ял халӑхӗ овчаркӑсем каҫхине ирӗкре чупса ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хуҫисем вӗсене хӑш чухне каҫхине сӑнчӑртан салтса янӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пысӑк инкек пулса тухнӑ. Унти пӗр фермерӑн икӗ овчарки килтен тухса кайнӑ та урампа иртсе пыракан 76 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Инкеке асӑрхаса хӗрарӑма пулӑшма чупса ҫитнӗ 70-ти тата 60 ҫулти арҫынсене те шеллемен ҫавсем. Иккӗшне те пульницӑна лекмеллех ҫыртса пӗтернӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку инкек тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йытӑ хуҫине РФ Пуҫиле кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ. Ку статья — асӑрханмасӑр ҫынна вӗлерни пирки. Усал йытӑсене персе пӑрахма йышӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хаяр овчаркӑсем урама епле тухса кайнине, хуҫи вӗсене епле усранине тата ыттине тӗпчӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ: Шупашкартан Канаша кайма тухнӑ маршрутка МАЗпа ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен микравтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Микроавтобусӑн водителӗ вилнӗ, салонра пулнӑ ултӑ пассажир, ҫав шутра икӗ ача, суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |